Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енре агротехнопарк хута яма палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче пулӗ. Кун пирки Аслӑ экономика канашӑн ларӑвӗнче вице-премьер – экономика министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ. Республикӑра патшалӑх индустри, агропромышленоҫ паркӗсене – пӗтӗмпе виҫҫӗ – тума палӑртнӑ. Ҫав шутра – Ҫӗрпӳ районӗнче, унта агротоехнопарк пулӗ. Министр хальлӗхе ҫак паркра Чӑваш Енре регистрациленнӗ 15 ял хуҫалӑх компанийӗ вырнаҫма кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Агротехнопарк усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме, инвесторсене илӗртме май парӗ. Паллах, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем те йӗркеленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cheb.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ялӗнче ферма уҫӑлнӑ. Унта 500 ӗне вырнаҫать. Ферма тумашкӑн 200 миллион тенке яхӑн тӑкакланнӑ. Фермӑна тӳре-шара та ҫитсе курнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аграрисем тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма пултараҫҫӗ, РФ Ял хуҫалӑх министерствин конкурсне хутшӑнмалла ҫеҫ. Комисси витӗр тухнисем федераци хыснинчен – тӑкакӑн 25 процентне, регион хыснинчен 16 процентне илме пултараҫҫӗ. Конкурс суйлавӗ витӗр тухманнисен регион хыснинчен тӑкакӑн 30 процентне саплаштарас шанчӑк пур. Аса илтерер: Ҫӗрпӳ районӗнче тислӗкпе пӗрле пӑру виллисене уя кӑларса ывӑтни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
kccc.ru сайтри сӑн «Росельхозцентр» специалисчӗсем Чӑваш Енри уйсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хирте вӗтӗ сиенлӗ пӑрҫӑ (выр. Хлебная блошка) ӗрченӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк вӗсемшӗн меллӗ тӑрсан малтан сӑтӑрҫӑсем кӗрхи культурӑсем ҫинче тупӑнаҫҫӗ, унтан – ҫурхисем ҫинче. Пӑрҫасем уйрӑмах хӗвеллӗ шӑрӑх ҫанталӑкра хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Кун пек условисенче вӗсем хӑвӑрт ӗрчеҫҫӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал сӑтӑрҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел, Елчӗк тата Пӑрачкав районӗсенче нумай. Хуҫалӑх ертӳҫисене лару-тӑрӑва сӑнаса тӑма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Етӗрне районӗнче пурӑнакансем сӗте йӳнӗпе туяннишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ те, тарӑхаҫҫӗ те. Ял ҫыннисемпе ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев тӗл пулнӑ. Парламентари Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисем сӗте хальхи вӑхӑтра 18 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку вӑл — 1 литр хакӗ. «Лавккари шыв та хаклӑрах», — пӑшӑрханаҫҫӗ ӗне усракансем. Ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи ҫынсем бойкот туса кӑтартасшӑн. Ҫав икӗ кун вӗсем сӗте сутасшӑн мар. Хыснаран уйӑракан субсиди сахал тесе калаҫҫӗ-мӗн ял ҫыннисем. Вӗсен шучӗпе тӗллевлӗрех пулӑшмалла, пысӑках мар кооперативсем йӗркелемелле, сӗте вырӑнта тирпейлемелле, посредниксем кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Владимир Михайлов тунӑ сӑн Йӑлана кӗнӗ «Ҫуркунне» ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки кӑҫал ака уйӑхен 17-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ку пахчаҫӑсемшӗн питӗ усӑллӑ тата меллӗ. Унта вӗсем пахча ӗҫӗсем пуҫланиччен вӑрлӑх, калча туянма пултараҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ял хуҫалӑх продукцине сутмалли тӑватӑ вырӑна палӑртнӑ. Суту-илӳ точкисем «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» пасарта, «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче, «Амазони» паркра пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗрсене ахаль вырттарасшӑн мар. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗ еспубликӑра 27 пин гектар таран йышӑнать. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ҫӗрсем пӗчӗкшер лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — пай ҫӗрӗсем. Вӗсене акса сухаламаҫҫӗ, вӗсене сутма та шухӑшламаҫҫӗ. 100-200 гектар лаптӑк ҫине ютри инвестора йыхравлаймӑн. Апла пулсан ку ыйтупа вырӑнти фермерсемпе ӗҫлемелле. Усӑ курман ҫӗрсенчен 70 проценчӗ — муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнче. Вӗсен ҫӗре межевиксене виҫтерттермелле те аукцион е сакккунлӑ урӑх мелпе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсене памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ядринтв тунӑ сӑн Ял ҫыннисене усламҫӑсем сутӑн илекен сӗт йӳнелни пӑшӑрхантарать. Етӗрне районӗнчи Яракассинче пурӑнакансем кунпа килӗшесшӗн мар, усламҫа ялӗпех сӗт пама пӑрахасшӑн. Пушӑн 26-мӗшӗнченпе унта сӗте 18 тенкӗпе йышӑнаҫҫӗ. Унччен 24 тенкӗ пулнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, капла ӗне усранин усси ҫук. Ара, чылайӑшӗшӗн вӑл тупӑш тумалли пӗртен-пӗр мел-ҫке-ха. «Сӗт лавккари газлӑ шывран та йӳнӗрех пулса кайрӗ», - теҫҫӗ ҫынсем. Ӗне усрама вара ҫӑмӑл мар: ҫулла утӑ туса илме те самай укҫа кирлӗ. Ял ҫыннисем пуха туса пурте усламҫа сӗт пама пӑрахма калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри аграрисем хӑйсем туса илекен продукцие ют ҫӗршыва хастар ӑсатаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫ «Халӑхсем хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать. «Агроаналитика центрӗ» федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ пӗлтернине тӗпе хурса республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче кушӑм сутассипе пирӗн регион Раҫҫейре малтисен ретӗнче пулнӑ. Асӑннӑ продукцие пирӗн регион 118,7 пин америка долларӗлӗх сутнӑ. Кушӑм Польшӑна, Германие тата Беларуҫе ӑсанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Ене ӑратлӑ ӑйӑрсен биоматериалне кӳрсе килнӗ. Вӗсен генетика материалне Россельхознадзорӑн Чӑваш Республикипе Чӗмӗпӗр облаҫӗнчи управленийӗн инспекторӗ тӗрӗсленӗ. Спорт ӑрачӗллӗ лашасене пӗтӗлентермелли биоматериала Швецинче туяннӑ. Ӑна пурӗ 14 доза илсе килнӗ. Материал паха тата пирӗн тӑрӑхри лашасене пӗтӗлентерме юӑхлине Швецинче панӑ ветеринари сетификачӗ те ҫирӗплетсе панӑ. Сертификатра ҫырнине ӗненсен, биоматериала иличчен ӑйӑрсене тӗрлӗ чир-чӗртен тӗрӗсленӗ, янаварсем таса сыввине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
1zoom.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре сыснасен Африка мурне тупса палӑртни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Ҫавна пула килти сыснасене те тӗрӗслӗҫ, ҫак выльӑха ӗрчетекен хуҫалӑхсенче те плана кӗртмен тӗрӗслевсем пулӗҫ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтерет. Ку уйӑхра сысна тытакан юрдици сӑпачӗсене тата усламҫӑсене тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртман. Килте усракан сыснасенчен 15 проба илнӗ. Африка мурӗн вирусне тупса палӑртман. Аса илтерер: раштав уйӑхӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче Африка мурӗпе чирленӗ икӗ хир сыснине тупнӑччӗ, ҫавна май унта карантин пулнине палӑртнӑ. Ку чарӑва халӗ пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |